| 509 | «Шыв ҫине аксан та, вӑхӑтра ак», — тесе каларӗ тет сӗлӗ. | Вут — Шыв |
| 286 | Аслати — Аслӑ Туррӑн ирӗкӗ. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 287 | Аслати — Турӑ сывлӑшӗ. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 288 | Аслати — Турӑ хӑвачӗ. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 289 | Аслати авӑтать те иртет, пуп ҫыхлансан чун илет. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 290 | Аслати авӑтмасӑр асамат кӗпер хывмасть. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 291 | Аслати авӑтмасӑр ҫӗр чавмаҫҫӗ. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 292 | Аслати авӑтмасӑр шапа кӑшкӑрмасть. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 293 | Аслати авӑтмассерен ҫын вилмест. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 294 | Аслати авӑтнӑ чух пур ҫын та пӗр пек шухӑшлать. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 295 | Аслати авӑтнӑ чух такама та кӗлтӑван. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 296 | Аслати авӑтсан аслӑ пуҫ та аса килет. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 297 | Аслати ҫилли яла ҫунтарнӑ. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 298 | Аслати ҫулӗпе ан ҫӳре, аҫа ҫапӗ. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 299 | Аслати те сӑлтавсӑр авӑтмасть. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 300 | Аслати темле паттӑра та хӑратӗ. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 301 | Аслати умӗнхи шӑплӑх вӑраха пымасть. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 302 | Аслати хыҫҫӑн ыр ҫанталӑк пуҫланать. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 303 | Аслатин — сасси, ӳсӗрӗн — сӑмаххи. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 308 | Аслатирен мар, ҫиҫӗмрен сыхлан. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 304 | Аслатирен явӑл та хӑрать. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 305 | Аслатисӗр ҫу килмест. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 285 | Аслӑ Пӑла ҫийӗнче аслати вылять теҫҫӗ, Кеҫӗн Пӑла ҫийӗнче ҫиҫӗм вылять теҫҫӗ. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 306 | Аҫа ҫапас оммӗн ҫиҫӗм хресле ҫиҫет теҫҫӗ. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 307 | Аҫа ҫапсан виҫ чалӑша анса каять теҫҫӗ. | Аслати — Ҫиҫӗм |
| 621 | Атӑл ҫинче темӗн чухлӗ кимӗ ҫӳрет те, ҫапах та йӗрӗ палӑрмасть. | Тинӗс — Кӳлӗ |
| 622 | Атӑл шывӗ типес ҫук. | Тинӗс — Кӳлӗ |
| 623 | Атӑлӑн хырӑмӗ аслӑ. | Тинӗс — Кӳлӗ |
| 624 | Ӑшӑх кӳлӗ ҫулла ӑшӑ, хӗлле сивӗ пулать. | Тинӗс — Кӳлӗ |
| 388 | Вӑтта вӑйсӑрӗнче сӳнтерме хошнӑ. | Вут — Шыв |
| 389 | Вӗри вутра хурҫӑ та шӑранать. | Вут — Шыв |
| 390 | Вӗри вутра чул та ҫурӑлать. | Вут — Шыв |
| 391 | Вот сӳнсен шу нумай. | Вут — Шыв |
| 395 | Вут алли те, ури те вӑрӑм. | Вут — Шыв |
| 396 | Вут амӑшӗ вут сыхлать. | Вут — Шыв |
| 393 | Вут ӑшши — хӗвел ӑшши мар. | Вут — Шыв |
| 394 | Вут ӑшшине хӗвел ӑшши ҫитмен. | Вут — Шыв |
| 392 | Вут вӗри те — сӳнет. | Вут — Шыв |
| 402 | Вут куҫне шыв. | Вут — Шыв |
| 403 | Вут кутне пуш алӑпа каймаҫҫӗ. | Вут — Шыв |
| 404 | Вут паракан шыв та парӗ. | Вут — Шыв |
| 405 | Вут пек вӑйли ҫук, ҫилрен усалли ҫук. | Вут — Шыв |
| 406 | Вут пуҫҫи сӑсар тирӗнчен хаклӑ пулнӑ. | Вут — Шыв |
| 407 | Вут ҫине пӑхсан куҫ ӳкет. | Вут — Шыв |
| 408 | Вут ҫине сурсан тутана кӗсен тухать. | Вут — Шыв |
| 409 | Вут ҫинче вӗрени пӑр ҫинче пиҫме пултарать. | Вут — Шыв |
| 411 | Вут ҫуннӑ ҫӗрте яланах ҫил. | Вут — Шыв |
| 413 | Вут ҫуннӑ чух апат ҫак. | Вут — Шыв |
| 412 | Вут ҫуннӑ чух ӑшӑнса юл. | Вут — Шыв |
| 417 | Вут та вӑйлӑ, шыв та вӑйлӑ, этем тата вӑйлӑрах. | Вут — Шыв |